Пур хыпар та
Новости
29 Июнӗн 2021, 10:50

Вакцинаци хăвăртлăхĕ 10 хут ÿснĕ

Пушкăртстанра кăшăлвирус инфекцине хирĕç тăвакан вакцинаци хăвăртлăхĕ иртнĕ эрнере 10 ытла хут ÿснине вице-премьер, сывлăх сыхлав министрĕ Максим Забелин оперативлă канашлу вăхăтĕнче пĕлтернĕ.

Пушкăртстанра кăшăлвирус инфекцине хирĕç тăвакан вакцинаци хăвăртлăхĕ иртнĕ эрнере 10 ытла хут ÿснине вице-премьер, сывлăх сыхлав министрĕ Максим Забелин оперативлă канашлу вăхăтĕнче пĕлтернĕ.
- Вакцинаци хăвăртлăхĕ эрне хушшинче 10 ытла хут ÿсрĕ. Халăха вакцинацилессине 180 пунктра йĕркеленĕ, çав шута тухса çÿрекеннисем те кĕреççĕ, - тенĕ вăл. – Çак ĕçе пурнăçлас хăвăртлăхпа Раççейре 6-мĕш вырăна тухрăмăр. Субъектсене çитернĕ вакцинăпа усă курассипе – иккĕмĕш вырăнта.
Пурĕ региона 600 пин вакцина дозине илсе килнĕ. Юлашки партине Пушкăртстана июнь уйăхĕн 27-мĕшĕнче çитернĕ.
Паянхи кун тĕлне вакцинăн пĕрремĕш компонентне 515 пин çынна тунă. Вăл пур пек вакцинăн 86 проценчĕ шутланать. 368 пин çынна вакцинăн икĕ компонентне те тунă.
Автор: Инга Алексеева
Читайте нас