Пушкăртстанра кăшăлвирусран йышпа вакцина тăвасси малалла пырать. Региона 600 240 доза «Спутник V», «ЭпиВакКорона» тата «ЭпиВак» вакцина илсе килнĕ. Июнь уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне пĕрремĕш компонентпа республикăра пурăнакан 514 817 çын прививка тутарнă, иккĕмĕшпе - 367 821 çын.
Вакцинаци тăвасси иртнĕ эрнере чылай ÿснĕ - 10 хут. Раççейре республика ку енĕпе улттăмĕш вырăн йышăнать.
Вулакансене астутаратпăр, прививкăна поликлиникăсенчи регистратурăсенче маларах çырăнса е «Госуслуги» портал урлă 180 вырăнта тутарма пулать. Çав шута мобильлĕ пунктсем те кĕреççĕ. Унсăр пуçне çак процедурăна «Сывлăхлă республика - сывлăхлă регион» акципе килĕшÿллĕн сывлăх поезчĕсем çинче те пурнăçлама май пур. Вĕсем аякри ял-паççулккасене ултă маршрутпа тухса çÿреççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.