Новости
30 Июня 2021, 05:52

Нумай çул ÿсекен курăка 233 пин гектар çинчен çулса илнĕ

Республика аграрийĕсем 233 пин гектар çинче нумай çул ÿсекен курăка çулса илнĕ. Июнь уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне çакă çулмалли лаптăкăн 52% танлашать.

Республика аграрийĕсем 233 пин гектар çинче нумай çул ÿсекен курăка çулса илнĕ. Июнь уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне çакă çулмалли лаптăкăн 52% танлашать.
Нумай çул ÿсекен курăкран 157 пин тонна утă тата 393‚5 пин тонна сенаж хатĕрленĕ. Çак ĕçре Авăркаспа Тÿртÿллĕ тата Çтерлĕ районĕсем малта пыраççĕ. Унти хуçалăхсем 30 пин тонна ытла сенаж хывнă. Утă хатĕрлессипе Балтач (8 пин тонна)‚ Иглин тата Нуриман (7 пин тонна ытла) районĕсем аван тăрăшаççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас