Новости
1 Июля 2021, 11:40

Мелеуз районĕнче çÿп-çап полигонĕ çунать

Мелеуз районĕнче хула çывăхĕнче хупă территори çинче‚ йăлари хытă каяшсене вырнаçтаракан полигонра‚ çÿп-çап çунма пуçланă.

Мелеуз районĕнче хула çывăхĕнче хупă территори çинче‚ йăлари хытă каяшсене вырнаçтаракан полигонра‚ çÿп-çап çунма пуçланă.
РФ Инкеклĕ ĕçсен министерствин Пушкăртстанри управленийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ вут-çулăм 150 тăваткал метр лаптăк çинче алхасать. Полигонăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ - 5 гектар.
Вырăнта сакăр техника единици тата 12 çын ĕçлет. Унсăр пуçне вут-çулăма сÿнтерме виçĕ самосвал‚ пĕр экскаваторпа бульдозер явăçтарнă. Çынсенчен жалоба килмен. Ведомство пĕлтернĕ тăрăх çÿп-çап çунни хулана хăрушлăх кăларса тăратмасть.
Çу кунĕсенче свалкăсем тăтăшах çунаççĕ. Кăçал Ĕпхÿ районĕнчи Черкассы поселокĕ çывăхĕнчи йăлари хытă каяшсен полигонĕ икĕ хутчен вут-çулăм айне пулнă. Çуннă‚ ĕннĕ шăршă Ĕпхÿ хулинче те сарăлнă. Хăш-пĕр сиенлĕ веществосем сывлăша сарăласси нормăран иртнине тупса палăртнă.
Ирида НОВИКОВА.
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас