Июнь уйăхĕн 30-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин тÿрĕ лини ирттернĕ. Унта пĕр шкул ачин «Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ мĕнлерех пуçланĕ? Вĕрентÿ процесне епле йĕркелĕç?» ыйтусене хускатнă. Пушкăртстари вĕрентÿ министрĕ Айбулат Хажин республикăри шкул ачисемпе студентсене тата вĕрентекенсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче мĕн кĕтнине пĕлтернĕ.
- Пушкăртстанра вĕрентÿ процесне йăлана кĕнĕ форматпа йĕркелеме палăртни çинчен калама пултаратăп. Иртнĕ вĕренÿ çулĕ‚ пандеми вăхăтĕнче йывăрлăхсем сиксе тухсан та‚ эпир вĕрентÿ процесне санитарипе эпидемиологи нормисене пăхăнса йĕркелеме пултанине кăтартса пачĕ. Пирĕн ачасем парта хушшине ларассине эпир çирĕп шанатпăр‚ - тенĕ министр. - Çав вăхăтрах çакна та палăртса хăварасшăн. Халĕ‚ çу кунĕсенче‚ колледжсемпе техникумсенче тата аслă шкулсенче йышăну комиссийĕсем ĕçлеççĕ. Эпир ĕçтешсене çамрăксем хушшинче чир сарăласссине чакарас тĕллевпе документсене онлайн форматпа‚ электронлă сервиссем урлă йышăнма сĕнтĕмĕр. Республикăра çак ĕçе йĕркеленĕ‚ вăл ăнăçлă пурнăçланса пырать. Пурне те çу кунĕсенче лайăх канма‚ шкул пĕтернисене аслă шкулсене вĕренме кĕме‚ лайăх çанталăк тата мирлĕ пурнăç сунатăп. Аслă шкулсен выпускникĕсене килте‚ Пушкăртстанра‚ кĕтетпĕр!