Пур хыпар та
Новости
2 Июлӗн 2021, 17:00

2021 çулта республикăра виçĕ кинозал çĕнелĕ

Раççейри Кино фончĕ патшалăх укçа-тенкĕпе пулăшма пултаракан кино кăтартакан залсене суйласа илнĕ. Çак суйлав хыççăн патшалăх пулăшнипе хальхи самана ыйтнă цифра оборудованийĕсемпе тивĕçтермелли списока Пушкăртстанри виçĕ кинозал кĕнĕ. Официаллă документа Кино фончĕн сайтĕнче пичетлесе кăларнă.

Кино кăтартмалли хальхи самана ыйтнă хатĕрсене туянма укçа-тенкĕ Хайбуллапа Буздяк, Благовар районĕсенчи тĕп культура çурчĕсене (Акьяр, Буздяк, Языковă ялĕсем) уйăрса парĕç.
Аса илтеретпĕр, конкурс «Культура» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçа кĕрет. Унта Раççей Федерацинчи пурăнакансен шучĕпе 500 пинрен ытла мар ял-хуласем хутшăнаççĕ. Тепĕр услови те пур - çĕнетнĕ кинозалсенче кăтартакан кинофильмсен 50 проценчĕ хамăр çĕршывра ÿкернисем пулмалла.
ПР Культура министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, 2015-2019 çулсенче иртнĕ конкурссене хутшăнса Пушкăртстанра пурĕ 47 кинозал çĕнетнĕ. Иртнĕ 2020 çулта çак енĕпе Давлекан хулине, Раевка, Иглино, Чекмагуш тата Çтерлĕпуç ялĕсене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ, пĕтĕмĕшле 30 млн тенкĕ уйăрнă.
Юрий СНЕГОПАД.
#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#Культура
Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас