Инкеклĕ ĕç Чекмагуш районĕнчи Урняк ял çывăхĕнче пулса иртнĕ. Шыва кĕме юраман вырăнта 1966 çулта çуралнă арçын путса вилнĕ. Вырăнта Шалти ĕçсен министрствин тĕпчевпе оперативлă ушкăнĕ ĕçлет. РФ ШĔМ Пушкăртстанри уйрăмĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, ĕç-пуçа уçăмлатаççĕ.
Кармаскалă районĕнчи Çĕнĕ Куганак ялĕ çывăхĕнчи кÿлерен 1987 çулта çуралнă арçыннăн ÿтне туртса кăларнă. Следстви ĕçĕсем пыраççĕ.
Элшей районĕнчи Никифарово ялĕ çывăхĕнче сарăлса выртакан Дема юхан шыв çинче те инкеклĕ ĕç пулса иртнĕ. Шыва кĕме юраман вырăнта, çынсем пăхса тăнă çĕртрех, 2010 çулхи арçын ача путса вилнĕ. Унăн ÿтне июль уйăхĕн 1-мĕшĕнче, икĕ талăкран, путнă вырăнтан çухрăм çурă аяларах тупнă.
Ермеккей районĕнчи Исламбахты ялĕ çывăхĕнчен инçетре мар, Ик шывĕ хĕрринче, шыва кĕме юраман вырăнта, 2012 çулхи арçын ача путса вилнĕ. Инкек ĕç çывăх çыннисен куçĕ умĕнче, талăкăн çутă вăхăтĕнчех, пулса иртнĕ. Ачан ÿтне полици ĕçченĕсене панă. Ĕç-пуçа уçăмлатаççĕ.