Пур хыпар та
Новости
5 Июлӗн 2021, 14:05

«Шкула пуçтарăнма пулăш» акци çула тухнă

Июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Пушкăртстанра «Шкула пуçтарăнма пулăш» акци çула тухнă. Йăлана кĕнĕ тăрăх, ыркăмăллăх акцийĕ июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа август уйăхĕн 31-мĕшĕччен пырать. Унăн тĕллевĕ – йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесенчи ачасене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленме пулăшасси. Акци йĕркелÿçисем – ПР Çемье, ĕç тата социаллă хÿтĕлев министерстви, Республикăри «Çемье» ресурс центрĕ.

Июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Пушкăртстанра «Шкула пуçтарăнма пулăш» акци çула тухнă. Йăлана кĕнĕ тăрăх, ыркăмăллăх акцийĕ июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа август уйăхĕн 31-мĕшĕччен пырать. Унăн тĕллевĕ – йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесенчи ачасене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленме пулăшасси. Акци йĕркелÿçисем – ПР Çемье, ĕç тата социаллă хÿтĕлев министерстви, Республикăри «Çемье» ресурс центрĕ. Шкул хатĕрĕсене районсем хушшинчи «Çемье» центрĕнче тата республикăпа районĕсенчи филиалĕсенче пуçтараççĕ. Акцие хутшăнакансенчен канцеляри таварĕсене, çыру хатĕрĕсене, тетрадьсене, ÿкермелли хатĕрсене, ача-пăча пултарулăхĕн пуххисене (наборы для детского творчества) çĕнĕлле çеç йышăнаççĕ. Сумкăсем, шкул формисем, учебниксемпе илемлĕ литература çĕнĕ е таса та тирпейлĕ пулмалла.
Пур ыркăмăллăх пулăшăвĕ те ПР Çемье, ĕç тата социаллă хÿтĕлев министерствин ведомствисенче учетра тăракан çемьесем патне çитĕ. Пĕтĕмлетĕвне сентябрь пуçламăшĕнче тăвĕç.
Надежда РОДИОНОВА.
Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас