Пушкăртстанри референт центрĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, çур çул хушшинче «Белебеевский молочный комбинат» акционерсен пĕрлĕхне сыра вырнаçтарма 146 пине яхăн картон коробка илсе килнĕ.
Кăмăскаллă (плесень) Le Rustigue Camembert йышши Франци сырне юратакансене ним шутламан-туман çĕртенех парне кĕтет. Тĕслĕхрен, эсир хăвăра тата çывăх çыннăрсене Франци сырĕпе савăнтарма шутларăр пулсан, фирма упаковки айĕнче Пелепейĕнчи сĕтпе çу комбинатĕнче Франци технологийĕпе хатĕрленĕ сыр тесе çырнине тупса вулама пулать.
Паллах, пирĕн патра кăларакан сыр чăн (фирменный) сыртан нимпе те уйрăлса тăмасть. Çавна пулах мăн кăмăллă французсем хăйсен тĕркемĕсене Пушкăртстана ăсатма хирĕç пулман – вĕсене пирĕн пата тÿрех Францинчен илсе килеççĕ.