Пур хыпар та
Новости
7 Июлӗн 2021, 12:45

«Рено Дастер» хуçи çул çинче çаврăнса ÿкнĕ хыççăн вилнĕ

Çул-йĕр инспекторĕсем Пушкăртстанри Пишпÿлек район çулĕ çинче вилĕмлĕ аварие регистрациленĕ.

Çул-йĕр инспекторĕсем Пушкăртстанри Пишпÿлек район çулĕ çинче вилĕмлĕ аварие регистрациленĕ. Июнь уйăхĕн 6-мĕшĕнче каçхине «Рено Дастер» рулĕ умĕнче ларакан 56 çулхи арçын çул хĕррине кайса çаврăнса ÿкнĕ. Вăл васкавлă пулăшу служби киличченех вилсе кайнă. Унăн икĕ 64 тата 35 çулхи пассажирĕ тĕрлĕ йышши сурансемпе больницăна лекнĕ.
Следстви ушкăнĕ çул-йĕр инкекĕн сăлтавĕсене тĕпчет.
Автор: Инга Алексеева
Читайте нас