Пушкăртстанра пĕлтĕр утмăл çултан иртнĕ 571 каччă авланнă тата 328 хĕр мăшăрланнă. Унсăр пуçне çĕр çирĕм сакăр хĕр тата тăхăр яш 18 çула çитмесĕр çемье çавăрнă тесе пĕлтернĕ Çемье‚ юрату тата шанчăклăх кунĕ умĕн республикăри статистиксем.
Иртнĕ çулхине пирвайхи хут качча тухнă хĕрсен вăтам ÿсĕмĕ 26‚6 çулпа танлашнă‚ авланнă каччăсен - 28‚9 çул.
- Паллах‚ çемье аркансан пурте чĕрен иккĕмĕш çĕнĕ çуррине тупаймаççĕ. Апла пулин те иртнĕ çул регионта пурăнакан каччăсен 28% тата хĕрсен 31 % иккĕмĕш хут çемье çавăрнă‚ – тенĕ Пушкăртстат. – Пĕтĕмĕшле 2020 çулта 19‚3 пин мăшăр туй кĕрлеттернĕ. Вĕсенчен пирвайхи хут качча тухнисен шучĕ 69% танлашать‚ авланнă арçынсен - 72%.
Пушкăртстанра çамрăксем ытларах 20-34 çулта çемье çавăраççĕ. Арçынсем тăтăшах пирвайхи хут 25-29 çулта авланни‚ хĕрсем 20-24 çулта качча тухни паллă.
- 2020 çулта пирĕн республикăра мăшăрланнине регистрациленĕ çемьесенче 33 867 пепке (е пĕтĕмĕшле çут тĕнчене килнисен 82‚5%) çуралнă. Вĕсенчен 17 507-шĕ - арçын ача‚ 16 360-шĕ - хĕр ача. Арçынсемпе хĕрарăмсем хушшинчи хутшăнусене регистрацилемен çемьесем 7 158 пепкене пурнăç парнеленĕ‚ – тесе пĕлтернĕ статистиксем.
Çемье‚ юрату тата шанчăклăх кунне Раççейре 2008 çултанпа паллă тăваççĕ. Асăннă уявра тĕн тымарĕсем пурри паллă. Çак кунхине Вырăс православи чиркĕвĕнче Петрпа Феврони Муромскийсене сума сăваççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем Русь вăхăтĕнче çемьепе мăшăрлану хÿтĕлевçисем‚ мăшăрлă шанчăклăх тĕслĕхĕ шутланнă.
Уяв тĕллевĕ çемье пурлăхне типтерлĕ упрасси тата ăна пулăшу парасси пулса тăрать. Çак праçникĕн символĕ салтак тÿми (ромашка) шутланать тата унăн «Юратупа шанчăклăхшăн» ятарлă медалĕ пур. Ăна 25 çул тата ытла пĕрле пурăннă мăшăрсене параççĕ.