Пур хыпар та
Новости
8 Июлӗн 2021, 12:00

Субсиди илекен авиамаршрутсен списокĕ хатĕр

Регионсем хушшинче авиамаршрутсене йĕркелеме республика бюджетĕнчен субсиди уйăракан списока ултă направлени кĕнĕ. Тивĕçлĕ пек ĕçлесе илеймен тупăша саплаштарма авиакомпанисене компенсаци памалли йĕрке çинчен калакан ПР Правительствин йышăнăвне право информацийĕн порталĕнче пичетлесе кăларнă.

Субсиди паракан направленисен списокне çак рейссем кĕнĕ: Самара‚ Киров‚ Волгоград‚ Краснодар‚ Дон çинчи Ростов тата Екатеринбург хулисем.
Ĕпхÿ - Самара маршрутпа вĕçекен пĕр пассажирăн чи пысăк тариф виçи 2 741 тенкĕпе танлашать‚ Ĕпхÿ - Киров - 3 708‚ Ĕпхÿ - Волгоград - 6 123‚ Ĕпхÿ - Краснодар - 8 538‚ Ĕпхÿ - Дон çинчи Ростов - 7 572‚ Ĕпхÿ - Екатеринбург - 2 741 тенкĕ.
Пассажирсене турттаракан авиакомпание пĕр рейсшăн паракан субсидин виçи‚ ăçта вĕçнине шута илсе‚ 40 пин тенкĕрен пуçласа 246 пин тенке çитет.
Ирида НОВИКОВА.
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас