Ял хуçалăхри тăкаксен калăпăшне хак панă
РФ Ял хуçалăх министерствин Пушкăртстанри ведомствин министр çумĕ Рамил Нуриахметов васкавлă штабĕн ларăвĕнче ял хуçалăх предприятийĕсен çухатăвĕсене 3,4 млн тенкĕлĕх хак панă. Çĕр тата сывлăш типĕ пулни, вĕри çилсем вĕрни ял хуçалăх культурисем аталанассине начар витĕм кÿнĕ. Çавна май 335 хуçалăхри акнă лаптăксем сиенленĕ. Республикăра инкеклĕ лару-тăру режимĕ кĕртесшĕн. Хăрушă агрометеорологи пулăмĕсем 311 пин гектар акнă анасене сиен кÿнĕ. Вĕсенчен 150 пин гектарĕ типсе çунса кайнă
Апла пулин те регионта тыр-пул пухмалли вăхăт пуçланнă. Çак кунсенче хăш-пĕр хуçалăхсенче кĕрхи тырăсене тата рыжик текен çу культурине пуçтарма тытăннă. Хуçалăхсенче 3670 комбайн пур. Вĕсем вырмана 95% таран хатĕр. Аграрисен 1,6 млн гектар тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене пуçтарса илмелле.