Раççейри ШĔМĕн Пушкăртстанри экономика хăрушсăрлăхĕн тата коррупцие хирĕç кĕрешекен управленинче ĕçлекенсем Çтерлĕ хулинче медицина учрежденийĕн ĕçченне тата пĕр хĕрарăма - поликлиника секретарĕпе унăн пĕлĕшĕ - ярса тытнă. Вĕсене кăшăлвирусран вакцина тунине çирĕплетекен суя документсем хатĕрленĕ тата сутнă тесе айăплаççĕ.
Пушкăртстан Республикинчи Шалти ĕçсен министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ Çтерлĕ хулинче пурăнакан 33 çулхи хĕрарăмăн тата 43 çулхи больница ĕçченĕн пĕлĕшĕсем хушшинче прививка тумасăр вакцинаци иртнине çирĕплетекен суя справка туянма кăмăл тунă çынсем пулнă. Малтанхи даннăйсемпе килĕшÿллĕн медицина ĕçченĕ преступлени йĕрĕсене пытарас тĕллевпе усă курман вакцина дозисене тĕп тума пултарнă‚ анчах вăл та çак çулпа кайман. Кашни суя сертификатшăн хĕрарăм 500 тенкĕрен пуçласа 3‚5 пин тенкĕ ыйтнă.
Полици ĕçченĕсем Çтерлĕ хулинче пурăнакан 40 çулхи çын вакцина тунине çирĕплетекен суя сертификат туяннине тупса палăртнă. Халĕ йĕрке хуралçисем усал шухăшлă хĕрарăмсенчен суя документсем туяннă çынсене шыраççĕ.
Суя документсем хатĕрленĕ тата вĕсене сутнă фактсене шута илсе Раççейри Шалти ĕçсен министерствин Çтерлĕри управленийĕн дознавателĕсем 327-мĕш статьяпа килĕшÿллĕн уголовлă ĕç пуçарнă тесе пĕлтернĕ Пушкăртстанри Шалти ĕçсен министерстви.