Пур хыпар та
Новости
9 Июлӗн 2021, 16:02

Пермь крайĕн губернаторĕ Ĕпхĕве каякан çула лайăхлатма ыйтнă

Пермь крайĕн губернаторĕ Дмитрий Махонин Пермь - Ĕпхÿ çула лайăхлатасси пирки сăмах хускатнă. Вăл çак ыйтава Раççей Президентне Владимир Путина Мускав облаçĕнчи Тĕп çавра автоçула уçнă саманта сÿтсе явнă вăхăтра панă.

- Икĕ тĕп хулана çыхăнтаракан Пермь - Ĕпхÿ çула йĕркене кĕртесси пирки Пушкăртстан ертÿçисемпе те калаçрăмăр. Çакă пире регионсене хăвăрт аталантарма май парĕчче. Пирĕн шухăша ырласа йышăнасса шанатпăр, - тенĕ Д.Махонин çĕршыв пуçлăхне.
Владимир Путин вара сĕнĕве шута илме шантарнă. Çавăн пекех Мускав – Хусан - Екатеринбург автоçула икĕ çул маларах (2022 çулта) туса пĕтересси пирки аса илтернĕ. Вăл Пермь крайĕпе Пушкăртстан урлă та иртĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас