Пур хыпар та
Новости
12 Июлӗн 2021, 14:00

Филипп Боссан: Пире тарават кĕтсе илнĕшĕн Пушкăртстана тав тăватпăр

- Пушкăртстанра Фольклориада ăнăçлă ирттĕр тесе пысăк ĕç туса ирттернĕ. Эпир чăн-чăн çемье йĕркелеме пултартăмăр. Шăпах вăл мероприяти туллин те кирлĕ шайра ирттĕр тесе ырми-канми тăрăшрĕ‚ - тенĕ CIOFF президенчĕ Филипп Боссан VI Пĕтĕм тĕнчери фольклориада иртнĕ хыççăн. - Пирĕн тĕп тĕллев - туслăх‚ пĕрлĕх тата пĕршухăшлăх тĕнчине йĕркелесси. Мĕнпур делегацисем те асăннă мероприятие çÿллĕ шайра йĕркеленине палăртнă. Пире çакăн пек ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн эпир йĕркелÿçĕсене тата республикăра пурăнакансене чунтан тав тăватпăр.

Республикăри культура министрĕ Амина Шафикова пĕлтернĕ тăрăх‚ хатĕрленÿ ĕçĕсене тивĕçлĕ шайра туса ирттернĕ‚ команда пĕр тĕвве пухăнса ăнăçлă ĕçленĕ.
- Эпир çакăнпа кăна чарăнса тăмăпăр‚ республикăра пĕтĕм тĕнчене пухмалли çĕнĕ истори шухăшласа кăларăпăр. Фольклориада вĕçленни пĕрремĕш кунранах хурлантарчĕ. Анчах мероприятие хутшăнакансен ăшă туйăмĕсем‚ ырă сăмахĕсем ĕмĕрлĕхех пирĕн асра юлаççĕ‚ - палăртнă Амина Шафикова.
Поленов ячĕллĕ халăх пултарулăх çурчĕн директорĕ Тамара Пурнова Пушкăртстан тата Раççей пĕтĕм тĕнчене эпир хастар‚ тарават кăмăллă тата ырă чĕреллĕ пулнине кăтартса панине çирĕплетнĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас