Новости
12 Июлӗн 2021, 10:55

Лиственницăсене сиенленисене шыраççĕ

Пушкăртстанри Абзелил районĕнчи 11 лиственницăна сиенленĕ çынсене шыраççĕ. 2020 çулхи октябрь уйăхĕнче вандалсем 11 йывăçа касса сиенленĕ. Усал шухăшлă çынсене халиччен те тупса палăртайман.

Пушкăртстанри Абзелил районĕнчи 11 лиственницăна сиенленĕ çынсене шыраççĕ. 2020 çулхи октябрь уйăхĕнче вандалсем 11 йывăçа касса сиенленĕ. Усал шухăшлă çынсене халиччен те тупса палăртайман.
Пушкăрт Патшалăх Думин депутачĕ Зариф Байгускаров ПР Генеральнăй прокурорне тата ПР Шалти ĕçсен министерствин министрне айăплисене тупас ĕç çинчен информаци пĕлес тесе тепĕр хут ыйту янă. Асăннă ведомство ĕçченĕсем уйăх хушшинче хурав пама тивĕç.
Июль уйăхĕн 9-мĕшĕнче Зариф Байгускаров Абзелил районне çитсе курнă. Çĕр ытла çул ÿсекен Кужанов лиственницисене упракан хĕрарăмпа тĕл пулса калаçнă.
Совет влаçĕ вăхăтĕнче Клара Хатаповнăн ашшĕ йывăçсене пăхнă. Коллективизаци, Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче те вĕсене упраса хăварма пултарнă. Халĕ йывăçсене хĕрарăм хăй хÿттине илнĕ. Анчах та çакăнпа пурте килĕшесшĕн мар çав. Темиçе предприниматель Клара Хатаповна çĕре хăй тĕллĕн çавăрса илнĕ тесе ун çине тăтăшах çăхав çыраççĕ. Усламçăсем кунта кану вырăнĕ тăвасшăн имĕш.
- Клара аппа тăван кĕтесĕшĕн чунĕпе çуннине, йывăçсене хăйсен ачисене пăхнă пек тимлĕх уйăрнине кура Ĕпхĕве çитсенех çак йывăçсемшĕн яваплă министерствăсемпе ведомство ертÿçисемпе курса калаçрăм. Клара Хатаповнăна йывăçсене пăхса тăма çĕр лаптăкне арендăна епле илмеллине ăнлантарса патăм. Йывăрпа пулсан та асăннă çĕр лаптăкне ун ячĕпе регистрацилерĕç, - ăнлантарса панă депутат.
Анчах та пĕтĕм ĕçсене вĕçленĕ хыççăн нихăçта шăнăçми пулăм пулса иртнĕ. Путсĕрсем йывăçсене касса сиенленĕ. Телее, специалистсем пулăшнипе 11 йывăçран 10-шне сыхласа хăварма пултарнă.
- Эпĕ ПР прокурорне тата Шалти ĕçсен министерствин министрне Клара Хатаповнăран лиственницăсем ÿсекен çĕр лаптăкне туртса илес текенсене ытларах тимлĕх уйăрма сĕнтĕм. Путсĕрсене саккун çирĕплĕхĕпе явап тыттармалла, - палăртнă Зариф Байгускаров.
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас