Пур хыпар та
Новости
13 Июлӗн 2021, 17:10

Район больницине цифрăллă рентген комплексĕ илсе килнĕ

Июль уйăхĕн 1-мĕшĕнче Пишпÿлекри тĕп район больницинче «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ шайĕнче диагностика тумалли цифрăллă рентген комплексĕ вырнаçтарнă.

Июль уйăхĕн 1-мĕшĕнче Пишпÿлекри тĕп район больницинче «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ шайĕнче диагностика тумалли цифрăллă рентген комплексĕ вырнаçтарнă.
Оборудовани хакĕ 11,5 млн тенкĕпе танлашать. Рентген комплексĕ цифрăллă диагностика ÿкерчĕкĕсем тунисĕр пуçне‚ вĕсене лайăхлать. Унсăр пуçне илнĕ информацие кирлĕ çĕре çитерет. Çĕнĕ оборудовани çинче 12 кун хушшинче 50 пациент ытла хăйĕн сывлăхне тĕрĕсленĕ.
- Рентген комплексĕ вăрттăн чирсене вăхăтра тупса палăртас ĕçре пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Вăл пулӑшнипе шалти органсен формине, вĕсем мĕнле вырнаçнине тата хевтине‚ çавăн пекех йăлмака витĕмĕн рельефне те хак пама пулать. Пысăк технологиллĕ рентген комплексĕ диагностикăна çÿллĕ шайра ирттерме май парать. Асăннă аппарат кашни клиникăшăн пысăк пурлăх пулса тăрать‚ - тенĕ медицина организацийĕн тĕп врачĕ Андриян Павлов.
Çĕнĕ оборудованипе инфекци, шыçă тата суран‚ çавăн пекех вар-хырӑмпа вун ик пумăклă пыршӑ, ват хăмпипе ват кăларакан çулсен, сĕт парĕн тата ытти чирсене тĕрĕс диагностика тума май пур.
Ытларах чухне тĕрĕслевсем умĕн пациента хатĕрлеççĕ. Нумай функциллĕ сĕтел çинче вара пĕр харăс темиçе тĕрлĕ тĕпчев ирттерме пулать.
Ирида НОВИКОВА.
#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#Сывлăхсыхлавĕ
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас