Пушкăртстанра 2020 çултан республикăри çулсем çинче туристсене куçса çÿремелли паллăсене лартмалли ĕç пырать. Çав шутра республика территорине кĕрекен федераллă пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсем çинче те.
Паянхи куна Пушкăртстанра (1 338 направлени тăрăх) 1058 навигаци палли çирĕплетнĕ. Халĕ вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсем çинче туристсене валли навигаци паллисене лартас ĕç пырать.
Паянхи кун ПР Туризм патшалăх комитечĕпе муниципалитетсен администрацийĕсем тата «Башкирдортранспроект» тулли мар яваплă пĕрлĕх тата 260 турист объекчĕ патне çитме вырăнти пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсем çине 363 навигаци палли лартма палăртаççĕ.