Контрактăн чи пысăк хакĕ 32 млн тенкĕпе танлашать. Асăннă укçа-тенке регион тата федераци бюджечĕсенчен уйăрĕç.
ФАПсенче тамбур‚ кĕтмелли вырăн‚ пациентсене йышăнмалли тата процедурăсем ирттермелли кабинетсем‚ унта ĕçлекенсене хывăнса тăхăнмалли пÿлĕм‚ эмелсене упрамалли кĕтес‚ санузел пулмалла. Пĕр сăмахпа каласан‚ çуртсем санитари нормисене тивĕçтермелле.
Сывлăх сыхлав министрĕ Максим Забелин пĕлтернĕ тăрăх‚ 2021 çулта «Пĕрремĕш медицинăпа санитари пулăшăвĕ парассине аталантарасси» проекта пурнăçа кĕртме 85‚2 млн тенкĕ уйăрнă.
2019-2020 çулсенче республикăра 139 ФАП тата 4 ял амбулаторийĕ хăпартнă. Тĕллеве пурнăçа кĕртме 500 млн тенкĕ тăкакланă.
2021 çулта тата 73 модульлĕ ФАП туянма палăртаççĕ. Федераллă хыснаран çак тĕлĕшпе 270‚1 млн тенкĕ уйăрса парĕç.
#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#Здравоохранение