Новости
4 Августӑн 2021, 06:03

Чирлисене - тÿлевсĕр эмел

Чĕрепе юн тымар системин чирĕсемпе чирлекенсем‚ диспансер сăнавĕ иртме учета тăнă хыççăн‚ икĕ çул хушши тÿлевсĕр эмел илме пултараççĕ.

Чирлисене - тÿлевсĕр эмелЧирлисене - тÿлевсĕр эмел
Чирлисене - тÿлевсĕр эмел

Тÿлевсĕр эмелпе тивĕçтересси çинчен калакан постановление Правительство председателĕ Михаил Мишустин алă пусса çирĕплетнĕ. Çакă чĕрепе юн тымар системин чирĕсемпе‚ уйрăмах кăшăлвирус сарăлнă вăхăтра‚ кĕрешме пулăшĕ.
РФ Правительствин постановленийĕ 2021 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен учета тăнă çынсене пырса тивĕ. Тÿлевсĕр паракан препаратсен шутне 20 ытла эмел кĕнĕ. Вĕсем пурте чире хирĕç эмел терапийĕ ирттерме кирлĕ. Çынсене тÿлевсĕр препаратсемпе тивĕçтерме бюджетран 10 млрд тенкĕ уйăрнă. Çакă инфаркт е инсульт‚ çавăн пекех чĕрепе юн тымар системин чирĕсемпе чирлекенсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Ирида НОВИКОВА.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас