Новости
9 Августӑн 2021, 12:35

Шăпăрлансем валли - икĕ ача сачĕ

Çтерлĕ хулинчи 4А тата 7Б микрорайонсенче 260 тата 90 вырăнлăх икĕ çĕнĕ ача сачĕ хута яма палăртаççĕ. Паянхи кун тĕлне строительствăпа монтаж ĕçĕсем вĕçленнĕ. Объектсем хута яма ирĕк панине çирĕплетекен пĕтĕмлетÿсене илнĕ. Сентябрь уйăхĕнче учрежденисем шкул çулне çитмен ачасене йышăнма алăкĕсене уçĕç.

Шăпăрлансем валли - икĕ ача сачĕШăпăрлансем валли - икĕ ача сачĕ
Шăпăрлансем валли - икĕ ача сачĕ

260 вырăнлă ача садĕнче 12 ушкăн йĕркелеме палăртаççĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ ясли ÿсĕмрисем валли пулĕ.  90 вырăнлă ача пахчинче тăватă ушкăн вырнаçма пултарать.  Кашни ушкăнăн хăйĕн пÿлĕмĕ‚ вăйă зони валли уйăрнă вырăн пур. Çавăн пекех учрежденисенче спортзал‚ медпункт тата хушма пĕлÿ пама уйăрнă кабинетсем вырнаçнă. Ача сачĕсенчи картишсенче - ача-пăча тата физкультура лапамĕсем. Уйрăм тимлĕх ыйтакан ачасем çинчен те манман. Вĕсем валли учрежденисенче лифтсем‚ пандуссем пур.

Объектсем паянхи кун ыйтнине туллин тивĕçтереççĕ.

Çĕнĕ 260 вырăнлă ача сачĕ Çтерлĕ хулинче чи пысăккисенчен пĕри шутланать. Вăл икĕ корпусран тăрать. Вĕсене икĕ хутлă çурт сыппи  çыхăнтарать. Шкул çулчченхи учрежденин пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 4 пин ытла тăваткал метрпа танлашать. Проекта пурнăçа кĕртме 180 млн ытла тенкĕ  уйăрнă. Кунта оборудованисен хакне те кĕртнĕ. Иккĕмĕшне хăпартма 97 млн тенкĕ тăкакланă.     

#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#Демография

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас