Çĕнтерÿçĕ-проектсем шутĕнче ТУ-104 самолетăн онлайн-музейĕ‚ студентсен документаллă фильмĕ‚ çамрăксем валли поэзи шкул-студийĕ‚ креативлă хутлăх тата ыт.те пулнине палăртса хăвармалла.
Пушкăртстан чысне хÿтĕленĕ Владислава Петрова #вшколе литература подкасчĕ йĕркелеме сĕннĕ. Асăннă проекта пурнăçа кĕртме çамрăк хĕр 81 пин тенкĕ илме тивĕçнĕ. Владислава - М.Акмулла ячĕллĕ Пушкăрт патшалăх педагогика университечĕн филологи вĕрентĕвĕ тата культурăсем хушшинчи коммуникаци факультечĕн студентки. Хĕр унăн проекчĕ шкулти литература вĕрентĕвĕн пахалăхне ÿстерессе шанать.
- Проекта 6-10-мĕш класс ачисем хутшăнма пултараççĕ‚ – каласа парать çĕнтерÿçĕ. – Вĕренÿ çулĕ вăхăтĕнче вĕсем çыравçăсен биографине тĕпчĕç‚ подкастăн кăларăмне çырса пырĕç тата ăна монтаж тăвĕç. Проект вĕçĕнче вĕренекенсем 5 серирен тăракан литература подкасчĕ кăларĕç.
Справка
«Таврида» форума 2015 çултанпа Крымра ирттереççĕ. Унта çĕршыври пултаруллă çамрăксем хутшăнаççĕ. Вăл «Вĕрентÿ» наци проекчĕн тĕллевĕсене тивĕçтерет. Ăна Раççей Президенчĕ Владимир Путин пысăк тимлĕх уйăрать. Çĕршыв пуçлăхĕ Федераллă Пухăва янă Уçă çырăвĕнче культура пуçарăвĕсен Президент фондне йĕркелесси çинчен пĕлтернĕ. Унăн ĕçĕ-хĕлĕпе килĕшÿллĕн креативлă ĕçсене пурнăçа кĕртĕç.
#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#Образование