Новости
10 Августа 2021, 12:10

Кăшăлвирус тÿлевĕсене 1,4 млрд тенкĕ тăкакланă

2020 çулта кăшăлвируспа чирлĕ пациентсене сиплекен медицина ĕçченĕсене тÿлев пама республика бюджетĕнчен 1,47 млрд тенкĕ уйăрнă

2020 çулта кăшăлвируспа чирлĕ пациентсене сиплекен медицина ĕçченĕсене тÿлев пама республика бюджетĕнчен 1,47 млрд тенкĕ уйăрнă. Хушма тÿлевсене медицина ĕçченĕсене тата медицинăпа çыхăнман аслă пĕлÿллĕ специалистсене (биологсене), COVID-19 чирĕпе чирлекенсемпе риск ушкăнне кĕрекенсене медицина пулăшăвĕ паракансене, лаборатори диагностикине ирттерекенсене параççĕ.

Пушкăртстанри Сывлăх сыхлав министерствинче регионта асăннă тÿлевсене паман тĕслĕхсем пулманни çинчен те палăртнă.

- Çавăн пекех республика пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн, регион шутĕнчен медицина ĕçченĕсене, стационарсенче COVID-19  вируспа чирлисене пулăшу паракан медицинăпа çыхăнман аслă пĕлÿллĕ  специалистсене хушма тÿлевсем çирĕплетнĕ. Асăннă тĕллевсене пурнăçлама 390 млн тенкĕ уйăрнă, - пĕлтернĕ министерствăра.

Кăшăлвирус тÿлевĕсене 1,4 млрд тенкĕ тăкакланă
Кăшăлвирус тÿлевĕсене 1,4 млрд тенкĕ тăкакланă
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас