Пур хыпар та
Новости
11 Августӑн 2021, 12:32

Койка фончĕ 12% çеç пушă

Пушкăртстанра кăшăлвируспа чирлекенсем республикăри койка фончĕн 88% йышăннă. Пĕтĕмĕшле госпитальсенче 4 205 койка-вырăн уçнă. Паянхи кун тĕлне вырăнсен 12 % çеç пушă тесе пĕлтернĕ ПР сывлăх сыхлав министрĕ Максим Забелин.

Койка фончĕ 12% çеç пушă
Койка фончĕ 12% çеç пушă

Август уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне Пушкăртстан Республикинче 50 612 пациент кăшăлвирус инфекцийĕпе чирленине регистрациленĕ.
Пĕтĕмĕшле чирленисен 93% (46 223 çын) сывалнă. Юлашки талăкра 41 пациента больницăран кăларнă. Хальхи вăхăтра 2 888 çын амбулатори мелĕпе сипленет‚ стационарсенче - 654. Вĕсенчен 49-шĕ интенсивлă терапи уйрăмĕнче выртать‚ 7 пациента ÿпкисене искусствăлла майпа сывлаттармалли аппаратпа çыхăнтарнă. COVID-19-тан вилнисен шучĕ 847 çынна çитнĕ.
Регионта прививкăн пĕрремĕш компонентне 1 002 869 çын тутарнă‚ иккĕмĕшне - 782 354.
Ирида НОВИКОВА.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас