Пур хыпар та
Новости
13 Августӑн 2021, 10:35

Паралимпиадăра Пушкăртстан чысне 14 спортсмен хÿтĕлĕ

Пушкăртстанри 14 спортсмен  Раççейĕн хутăш командин йышне кĕнĕ. Шăпах вăл Раççей чысне Токио хулинче иртекен Паралимпиадăра хÿтĕлĕ.  Республикăн ултă спортсменĕ ишсе‚ тăваттăшĕ çăмăл атлетикăра‚ иккĕшĕ фехтованире тата тепĕр иккĕшĕ сĕтел çинчи теннис выляса ăмăртĕç.

Паралимпиадăра Пушкăртстан чысне 14 спортсмен хÿтĕлĕ
Паралимпиадăра Пушкăртстан чысне 14 спортсмен хÿтĕлĕ

Туймазă хулинче çуралса ÿснĕ Аделина Разетдинован тĕревпе хускану аппарчĕ ĕçлемест. Вăл - Раççей спорчĕн мастерĕ‚ 2020 çултанпа Раççейĕн тĕнче шайĕнчи класлă спорт мастерĕ.

Богдан Мозговой (Ĕпхÿ хули) тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ 100 метр çурăм çинче ишессипе тĕнче шайĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнать. Унăн та тĕревпе хускану аппарчĕ ĕçлемест.

Челябинск облаçĕнчи Озерск хулинчи Анна Крившина ишевçĕ  куç курман çынсен спортĕнче Пушкăртстан чысне хÿтĕлĕ. Спортсмен 50 метр ирĕклĕ майпа ишсе тĕнче рейтингĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă.

21 тата 24 çулхи Ильнур Гариповпа Артур Сайфутдинов Токио хулинче куç курман спортсменсен хушшинче ишессипе ăмăртса республика тата Раççей чысне  хÿтĕлĕç.

Салават хулинче пурăнакан Раççей спорчĕн тава тивĕçлĕ мастерĕ Андрей Николаев ишевçĕ Паралимпиада ăмăртăвĕсене тĕревпе хускану аппарачĕ ĕçлеменнисен йышĕнче хутшăнĕ.

Çăмăл атлетикăра 45 тата 34 çулхи Григорий Андреевпа Сергей Петриченко пушкăрт спортсменĕсем (куç курманнисен спорчĕ) вăй виçĕç. Хĕрарăмсен хушшинче çак дисциплинăрах  Раççей спорчĕн тава тивĕçлĕ мастерĕ 35 çулхи Елена Паутова тата çирĕм тăххăрти Анна Кулинич-Сорокина ăмăртĕç.

Пушкăртстанăн чи аслă спортсменĕ Елена Прокофьева та Токио хулинче иртекен Паралимпиадăна хутшăнĕ. Кăçалхи март уйăхĕнче хĕрарăм-спортсмен 50 çул тултарнă. Вăл сĕтел çинче теннисла выляса вăй виçĕ. Çакна та палăртса хăвармалла: спортсмен тĕнче шайĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнать.

Асăннă дисциплинăрах Пушкăртстан чысне 48 çулхи Дмитрий Лавров Раççейĕн тĕнче шайĕнчи класлă спорт мастерĕ хÿтĕлĕ (тĕревпе хускану аппарчĕ ĕçлеменнисен спорчĕ).

Пушкăрт фехтовани шкулĕ ятĕнчен ăмăртусене Никита Нагаевпа Альберт Камалов спортсменсем хутшăнĕç. Иккĕшĕн те тĕревпе хускану аппарчĕ ĕçлемест.

Токио хулинче иртекен Паралимпиада август уйăхĕн 24-мĕшĕнче пуçланса сентябрь уйăхĕн 5-мĕшĕнче вĕçленĕ.          

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас