Новости
16 Августа 2021, 11:55

Çемье уявĕнче тивĕçлисене чысланă

Пушкăртстанри Карамаскалă ялĕнче Сывлăх тата хастарлăха вăрах ĕмĕр упрамалли çулталăка халалланă Çемье уявĕ иртнĕ. Çав кун регионти «Ентешсем» («Земляки») проектăн  виçĕ çĕнтерÿçине саламланă. Кармаскалă районĕнчи 100 номинантран чи тивĕçлисем тесе вĕсене суйласа илнĕ.

Çемье уявĕнче тивĕçлисене чысланăÇемье уявĕнче тивĕçлисене чысланă
Çемье уявĕнче тивĕçлисене чысланă

2021 çулхи апрель уйăхĕнчен республикăра пурăнакансем проекта хутшăннă тивĕçлĕ çынсемшĕн «Пушкăртстан Республикин сасси» сайтра  сасăланă.

«Сывлăх сыхлав» номинацинче Тĕп район больницин врачĕ Винерита Саяпова, «Культура» номинацинче Сарт-Чишма ялĕн клуб заведующийĕ Фанзия Уматкулова, «Промышленность» номинацинче «Коммунальник» ООО директорĕ Фанис Насыров мала тухнă.

Çавăн пекех уявра ял хуçалăх «Вырăнти, пахи, хамăрăнни» («Местное, качественное, свое») ярмăркки иртнĕ. Кунта пахчара ÿсекен çимĕçсене, пыл, çăмарта, сĕт, хăйма туянма май пулнă. Çавăн пекех ярмăрккăна виçсе сутмалли чей, пастила производителĕсем те хутшăннă. Чей виçсе чĕркекен предприяти районта нумай пулмасть уçăлнă пулсан  та пысăк çитĕнÿсем тăвать. Уява килнĕ хăнасем Инди, Кени, Китай çĕршывĕсенче, Кăнтăр Африка  Республикинче (ЮАР) хатĕрленĕ чейсене туяннă.

- Çакăн йышши уявсем ăруран-ăрăва куçакан  йăла-йĕркесене, çемьери хаклăха çирĕплетме, сыхласа хăварма пулăшаççĕ. Республикăра ял пурнăçĕ малалла хастар аталанать. Кун евĕр мероприятисем унăн аталанăвне çирĕплетеççĕ çеç, - тет  Патшалăх Думин çиччĕмĕш пухăвĕн депутачĕ Павел Качкаев.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас