Пур хыпар та
Новости
16 Августӑн 2021, 11:10

Ветеран-тыл ĕçченĕ статуса суд урлă 12 çын тивĕçнĕ

Пушкăртстанри Октябрьск хулинчи прокуратура вырăнти çынсене Тăван çĕршыв вăрçин ветеранĕ-тыл ĕçченĕ статуса илме пулăшнă.

Ветеран-тыл ĕçченĕ статуса суд урлă 12 çын тивĕçнĕ
Ветеран-тыл ĕçченĕ статуса суд урлă 12 çын тивĕçнĕ

Çак ĕçе пурнăçлама прокурор тĕрĕслевĕн пĕтĕмлетĕвĕсем хистенĕ. Вун икĕ çын çамрăк чух вăрçă çулĕсенче аслисемпе пĕр тан колхозра тăрăшнă, анчах та çакна çирĕплетекен хутсем пулманнипе вĕсен заявленийĕсене тивĕçтереймен.

Прокуратура асăннă çынсен вăрçă вăхăтĕнчи ĕçне çирĕплетекен свидетельсене тупнă. Вĕсем çак тапхăрта ултă уйăхран кая мар тылра ĕçленĕ. Надзор ведомствин ыйтнине суд пĕтĕмпе тивĕçтернĕ. Суд йышăнăвĕсене пурнăçланине прокуратура тĕрĕслесе тăрать.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас