Пур хыпар та
Новости
17 Августӑн 2021, 11:30

Çĕр ĕçченĕсем 1‚5 млн тонна ытла тыр-пул пухса илнĕ

Республикăри вырма кампанийĕ кунран-кун вăй илсе пырать. Август уйăхĕн варри пулсан та тыр-пул ĕçченĕсем тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсем çитĕнекен пĕтĕмĕшле лаптăксен 65 процентне пуçтарса илнĕ. Урăхла каласан август уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ культурăсене 1‚11 млн гектар çинчен çапса илнĕ‚ 1‚53 млн тонна тырă тĕшĕленĕ.

Çĕр ĕçченĕсем 1‚5 млн тонна ытла тыр-пул пухса илнĕ
Çĕр ĕçченĕсем 1‚5 млн тонна ытла тыр-пул пухса илнĕ

Хĕрÿ ĕçре Авăркас тăрăхĕнчи аграрисем малта пыраççĕ. Паянхи кун тĕлне районти тырă тата пăрçа йышши культурăсем ÿсекен  пĕтĕмĕшле лаптăкĕсен 85%  пушаннă. Пÿлмесене 100 пин тонна тырă хывнă.  Пĕр гектартан илекен вăтам тухăç - 25 центнер. Пушкăртстанри Ял хуçалăх министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ республикăри вăтам кăтарту вара  пĕр гектартан 14 центнерпа танлашать.

Çтерлĕ районĕнчи çĕр ĕçченĕсем 87 пин тонна тырă çапса илнĕ. Паянхи кун унта  тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсем çитĕнекен пĕтĕмĕшле лаптăксен 65 процентне пуçтарса илнĕ. Вăтам тухăç пĕр гектартан 19 центнера çитет. Чекмагуш районĕнчи кăтарту 85 пин тоннăпа танлашать (вăтам тухăç - пĕр гектартан 22‚32 центнер).

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас