Новости
17 Августа 2021, 06:30

Республикăра газ кĕртесси 83‚6% танлашать

Пушкăртстанра  кил-çуртсене газ кĕртессин шайĕ 83‚6 процента çитнĕ‚ 2 930 яла кăвак çулăм çитнĕ тесе пĕлтернĕ «Газпром межрегионгаз Уфа» ООО тĕп директорĕ - «Газпром газораспределение Уфа» ПАО организаци управляющийĕ Альберт Лукманов.

Республикăра газ кĕртесси  83‚6% танлашатьРеспубликăра газ кĕртесси  83‚6% танлашать
Республикăра газ кĕртесси 83‚6% танлашать

2019 çултанпа республикăра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсем‚ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тата тĕрлĕ çар хирĕç тăрăвĕсен инваличĕсем‚ инвалидсем‚ инвалид ача çитĕнтерекен тата нумай ачаллă çемьесем хăйсен çурчĕсене газ кĕртнĕ чухне çăмăллăхпа усă курма пултараççĕ‚ вĕсене ятарлă сертификатсемпе тивĕçтереççĕ. Асăннă программăпа килĕшÿллĕн çынсене 60-100 пин тенкĕ параççĕ. Çăмăллăхпа усă курса 2021 çулхи август уйăхĕ тĕлне 3‚4 пин çурта газ кĕртнĕ.

Патшалăх пуçлăхĕ лартнă тĕллевсенчен пĕри - республикăри 2‚5 пин ялти 180 пин çурта газ пăрăхĕпе çыхăнтарасси. Çакна тăвас тесен уйрăм çуртсемпе хваттерсен хуçисем «Газпром газораспределение Уфа» компание унăн официаллă сайчĕ‚ Раççейри газификацин пĕрлĕхлĕ оператор порталĕ е нумай функциллĕ центрсем урлă заявка тăратмалла.

Çĕршыв ертÿçи лартнă тĕллевсене епле пурнăçланине тĕрĕслеме Пушкăртстанра газификаци енĕпе ĕçлекен регион штабĕ йĕркеленĕ. Унăн пĕрремĕш ларăвне ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров июль уйăхĕн 30-мĕшĕнче ирттернĕ. Ялсене хушма газ кĕртме пĕтĕмĕшле 22 млрд тенкĕ уйăрса панă.

 - Çакă питĕ пысăк та пĕлтерĕшлĕ программа. Ăна пурнăçа кĕртме çителĕклĕ укçа-тенкĕ уйăрăпăр. Программăна çынсемпе калаçса татăлса пурнăçа кĕртни питĕ пĕлтерĕшлĕ‚ – тенĕ Радий Хабиров. – Пĕрле тăрăшса ĕçлесен президент тĕллевне пурнăçа кĕртме пултарасса шанатăп.        

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас