-22 °С
Пӗлӗтлӗ
Август уйăхĕн 16-мĕшĕнче 18.00 сехет тĕлнелле хулари 1№ клиника больницин çуратмалли уйрăмăн пĕтĕмĕшле палатинче хăрушă ĕç пулса иртнĕ. Çирĕм тăхăр çулхи хĕрарăм çăмăлланнă хыççăн урăх хĕрарăмăн пепкине чÿречерен кăларса пăрахнă. Тин çеç çуралнă ача вилнĕ.
Усал шухăшлă хĕрарăма хирĕç следовательсем уголовлă ĕç пуçарнă. Çак ĕçĕн тĕпчевĕпе пĕтĕмлетĕвне прокуратура тĕрĕслесе тăрĕ. Çавăн пекех медицина учрежденин должноçри çыннисем сывлăх сыхлав саккунне епле пурнăçа кĕртнине те хак парĕç. Сăлтавсем пулсан кирлĕ мерăсем йышăнĕç.