Пур хыпар та
Новости
18 Августӑн 2021, 11:16

«Чăваш чĕлхи пĕтесси çинчен калаçмалла мар»

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев шухӑшланӑ тӑрӑх, «чӑваш чӗлхи пӗтесси ҫинчен калаҫмалла мар, унӑн аталанӑвӗ пирки ҫеҫ сӑмах пулмалла». Ҫакӑн пирки вӑл «Хыпар» хаҫата панӑ интервьюра палӑртса хӑварнӑ.

«Чăваш чĕлхи пĕтесси çинчен калаçмалла мар»
«Чăваш чĕлхи пĕтесси çинчен калаçмалла мар»

«Олег Алексеевич, паян эпир сирӗнпе чӑвашла ҫапла ирӗклӗн те ҫӑмӑллӑн калаҫма пултарни савӑнтарать. Республика Пуҫлӑхӗн должноҫне йышӑнсан эсир чӑваш чӗлхине упрама, аталантарма ятарлӑ ҫум программа ҫирӗплетрӗр. Чӗлхе пӗтессин процесне чарма кая юлмарӑмӑр-ши?» - тенӗ «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗ Татьяна Вашуркина республика ертӳҫине.
Олег Николаев ҫапларах хуравланӑ: «Манӑн шухӑшпа, чӑваш чӗлхи пӗтесси ҫинчен калаҫмалла мар, унӑн аталанӑвӗ пирки ҫеҫ сӑмах пулмалла. Пирӗн тӑван чӗлхепе пуплеме (ҫав шутра - патшалӑх ӗҫӗсем ҫинчен те) май пурри чӗлхе пурӑннине ҫеҫ мар, вӑл аталаннине те кӑтартать. Паллах, аталану программи кирлӗ. Пӗлетпӗр ӗнтӗ: ӗҫсене патшалӑх шайӗнче йӗркелеме тата бюджетран укҫа-тенкӗ уйӑрма программӑсем хатӗрлемелле, унсӑрӑн пӗлтерӗшлӗ мероприятисене ирттереймӗпӗр. Ҫак ҫум программа пулӑшнипе пирӗн чылай шухӑш пурнӑҫланать. Паян наци хаҫат-журналӗ, телекуравӗ аталаннине куратпӑр, тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсем валли чӑвашла кӗнекесем пичетленеҫҫӗ…»
Чăваш халăх сайтĕнчен.

Автор: Татьяна Иванова
Читайте нас