Урал сасси
-1 °С
Облачно
Новости
18 Августа 2021, 07:30

Икĕ арçын путса вилнĕ

Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх, Архангельск районĕнчи Максим Горький ялĕ çывăхĕнчи кÿлĕре 22 çулхи арçын путса вилнĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Икĕ арçын путса вилнĕИкĕ арçын путса вилнĕ
Икĕ арçын путса вилнĕ

 Çав кунах Бурзян районĕнчи Субхангулово ялĕ çывăхĕнчи юхан шывра 48 çулхи арçын хăй вилĕмне тупнă.

Çулталăк пуçланнăранпа оперативлă кăтартусем тăрăх республикăри юхан шывсенчен 90 çынна туртса кăларнă, вĕсенчен 14-шĕ - ачасем.

Статистика кăтартăвĕсем путса вилнисен ытларах пайĕ тимлĕхсĕр хăварнă ачасем тата алкоголь шĕвекĕ ĕçнĕ аслисем пулнине  çирĕплетеççĕ.

Автор:Инга Алексеева