Пур хыпар та
Новости
18 Августӑн 2021, 10:30

Çтерлĕ хулипе Федоровка район чăвашĕсем канашларĕç

Август уйăхĕн 11-мĕшĕнче Федоровка районĕнчи Ашкатар ялĕнче Çтерлĕ хулипе Федоровка районĕнчи чăвашсен Канашĕсен пĕрлехи ларăвĕ иртрĕ.

Çтерлĕ хулипе Федоровка район чăвашĕсем канашларĕç
Çтерлĕ хулипе Федоровка район чăвашĕсем канашларĕç

Унта ПР тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ, хăй вăхăтĕнче Федоровка район администрацийĕн пуçлăхĕ пулнă И.С. Захаров, ППУн Çтерлĕри филиалĕн профессорĕ, математика наукисен докторĕ П.Н. Михайлов, «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн пайташĕ З.С. Сурпан сăвăçă, Федоровка районĕнчи чăвашсен Канашĕн председателĕ А.В. Ремпель, çак йĕркесен авторĕ ПР чăвашсен канашĕн Çтерлĕри уйрăмĕн председателĕ Н.Е. Кобцева, Ашкатарти культура çурчĕн ертÿçи Е.В. Газизова хутшăнчĕç. Тĕлпулу интереслĕ те тухăçлă иртрĕ. Ларура пĕрле тумалли ĕç планне сÿтсе яврăмăр, пурнăçланă ĕçсен отчетне пăхса тухрăмăр. Район администраци пуçлăхĕн çумĕ В.М. Халитов тĕлпулăва тивĕçлĕ шайра ирттерме майсем туса пачĕ. Меллĕ самантпа усă курса Венер Мунировича Çтерлĕри чăвашсен Канашĕ ятĕнчен пысăк тав сăмахĕ калатпăр.
Федоровка районĕ пур енчен те тухăçлă. Унта ырă кăмăллă та пултаруллă чăвашсем пурăнаççĕ. Вĕсене тĕлĕнмелле хĕрарăм Анна Васильевна Ремпель ертсе пырать.
Нина КОБЦЕВА.
Федоровка районĕ.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас