Пур хыпар та
Новости
18 Августӑн 2021, 11:10

Вăрçă ачисем пĕр хутчен паракан укçана илĕç

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров август-сентябрь уйăхĕсенче «Вăрçă ачисене» пĕр хутчен тÿлекен укçапа тивĕçтересси çинчен калакан указа алă пуснă. Тÿлев виçи 1000 тенкĕпе танлашать. Çак категорине 1927 çулхи июнь уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1945 çулхи сентябрь уйăхĕн 3-мĕшĕччен çуралнă Раççей Федерацин гражданĕсем кĕреççĕ. Пушкăртстанра вĕсем 189 пин ытла çын.

Вăрçă ачисем пĕр хутчен паракан укçана илĕç
Вăрçă ачисем пĕр хутчен паракан укçана илĕç

Кăçалхи март уйăхĕн 25-мĕшĕнче Пушкăртстан Республикин «Вăрçă ачисем» çинчен калакан закона йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн çак категорине кĕрекен çынсене патшалăхăн социаллă пулăшу памалла.
- Хальлĕхе пулăшу виçи пысăк мар. Ăна пурнăçа кĕртме те çăмăл пулмарĕ, анчах та тек тăсма юрамасть. Эпир асăннă ĕçе çак утăмран пуçлатпăр, мĕншĕн тесен пандеми вăхăтĕнче укçа-тенкĕ ыйтăвне татса пама çăмăлах мар. Экономикăри лару-тăру лайăх енне улшăнсан тÿлев виçи те ÿсĕ, - тенĕ Радий Хабиров.
Пушкăртстанри вăрçă, ĕç, хĕç-пăшаллă вăйсен тата право тытăмĕнче ĕçлекен ветерансен организацин ертÿçи Валерий Шарипов республика пуçлăхне вăрçă ачисене пулăшу пама май тупнăшăн тав тунă.
- Чи пĕлтерĕшли ветерансене официаллă шайра «Вăрçă ачисем» удостоверени пани пулса тăчĕ. Çакна вĕсем тахçанах кĕтнĕ. Радий Фаритовича çак ыйтăва татса пама хастар хутшăннăшăн, ветерансене тимлĕх уйăрнăшăн тав. Пандемине пула экономика тивĕçлĕ шайра аталанманнине шута илмесĕр социаллă сфера валли бюджетран чылай укçа-тенкĕ тăкакланать. Республика пуçлăхĕ май тупса правительствăна пĕр хут паракан тÿлеве пурнăçа кĕртме хушу пачĕ. Кама-тăр вăл сахал пек туйăнĕ, анчах та паян ватă ветерансене тивĕçлĕ тимлĕх уйăрни чи хакли. Вĕсен ачалăхĕ йывăр та хаяр вăрçă çулĕсенче иртнĕ, вăрçă хыççăн çĕршыва ура çине тăратас тесе ырми-канми ĕçлеме тÿр килнĕ, - палăртнă Валерий Шарипов.
Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас