Пур хыпар та
Новости
19 Августӑн 2021, 11:25

Радий Хабиров Çурçĕр полюса кайма хатĕрленнĕ

ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров 2022 çулхи çу кунĕсенче Çурçĕр полюса экспедицие кайма хатĕрленнĕ. Унта вăл «Святая Анна» карапăн юлашкийĕсене тупасшăн. Çак хыпара республика ертÿçи Валериан Альбанов ячĕллĕ полярниксен музейĕнче иртнĕ Вырăс географи обществин регионти уйрăмĕн попечительсен канашĕн ларăвĕнче пĕлтернĕ.

Радий Хабиров Çурçĕр полюса кайма хатĕрленнĕ
Радий Хабиров Çурçĕр полюса кайма хатĕрленнĕ

Аксаков ячĕллĕ мемориаллă музей-çурчĕн филиалĕн заведующийĕ Михаил Чванов (пирĕн паллă ентешĕн музейне пуçарса яраканĕсенчен пĕри) регион пуçлăхĕ патне сĕнÿпе тухнă:

 - Валериан Альбанов йĕрĕсем тăрăх тухнă арктика экспедици пайташĕсем унăн ĕçтешĕн япалисене тата кĕлетке юлашкийĕсене тупнă. Вĕсем Ĕпхÿ хулинче Полярниксен музейне уçнăшăн тата ăна аталантарассине Радий Фаритович Хабиров тÿпе хывнăшăн питĕ хĕпĕртеççĕ‚ – тенĕ Михаил Чванов çыравçă-краевед. – Халĕ экспедици пайташĕсем Арктикăра ĕçлеççĕ. Çитес çулта‚ Альбанов штурман çуралнăранпа 140 çул çитнине халалласа‚ вĕсем Мурманск хулинчен яхтăпа çурçĕр тинĕсĕ тăрăх Франц-Иосиф çĕрĕсем еннелле экспедицие кайма палăртаççĕ‚ 100 çул ытла çухалнă «Святая Анна  чаплă шхунăна шыраса тупасшăн. Шăпах унпа Валериан Альбанов тинĕсре ишсе çÿренĕ те. Экспедици членĕсем экипаж йышне пирĕн республикăн представителĕсене кĕртме сĕннĕ. Яхта Раççей тата Пушкăртстан ялавĕсемпе тинĕсе тухĕ.

ПР Пуçлăхĕ Вырăс географи обществин регионти уйрăмне республика çыннисенчен тăракан экипажăн йышне йĕркелеме хушу панă.

Ĕпхÿ хулинче çуралса ÿснĕ Валериан Альбанов 1912-1914 çулсенче «Святая Анна» шхуна çинче Георгий Брусилов экспедицине хутшăннă. Шхуна Карск тинĕсĕнчи пăр катрамĕсем хушшине кĕрсе ларнă. В.Альбанов  сывă тăрса юлнă.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас