Инкеклĕ ĕç август уйăхĕн 18-мĕшĕнче Ĕпхÿ районĕнче «Урал» М-5 автоçул çинче пулса иртнĕ. Çирĕм ултă çулхи фельдшерпа аллă пиллĕкри водительтен тăракан васкавлă пулăшу бригади Иглин салине Зубовăра вырнаçнă республикăри клиника инфекци больницинчен таврăнма тухнă. Вĕсем çĕрле йывăр чирлĕ пациента илсе килнĕ пулнă.
ПР Çул çинчи хăрушсăрлăх патшалăх инспекцийĕн малтанхи даннăйĕсемпе килĕшÿллĕн васкавлă пулăшу машинин водителĕ КамАЗ çине пырса кĕнĕ. Çăк турттаракан автомобиль çĕмĕрĕлнĕ пирки çул хĕрринче чарăннă пулнă. Çул-йĕр инкекĕнче икĕ медицина ĕçченĕн те чĕри тапма чарăннă.
Ведомствăра пĕлтернĕ тăрăх‚ тĕпчев ĕçĕсем вăхăтĕнче пулса иртнин сăлтавĕпе лару-тăрăвне уçăмлатĕç.