

Мероприяти шайĕнче çак номинацисем тăрăх конкурс пĕтĕмлетĕвĕсене тăвĕç: «Предприяти‚ учреждени тата организаци территорийĕсенчи чи илемлĕ чечек йăранĕ»‚ «Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисен чи лайăх вĕрентÿпе опыт участокĕ»‚ «Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисен территорийĕнчи чи илемлĕ чечек йăранĕ»‚ «Шкул çулчченхи учрежденисен территорийĕнчи чи илемлĕ чечек йăранĕ»‚ «Сывлăх сыхлав учрежденийĕсен территорийĕнчи чи илемлĕ чечек йăранĕ»‚ «Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисем хушшинчи чи илемлĕ курав» (выставкăна илемлетме чĕрĕ чечексем‚ çут çанталăк материалĕсем‚ пахча çимĕçсем‚ çырласем усă курмалла)‚ «Шкул çулчченхи учрежденисем хушшинчи чи илемлĕ курав»‚ «Предприятисем‚ учрежденисем тата организацисем хушшинчи чи илемлĕ курав»‚ «Пурăнмалли çурт умĕнчи чи илемлĕ чечек йăранĕ»‚ «Чечексенчен тунă чи илемлĕ композици»‚ «Çут çанталăк материалĕсемпе усă курса хатĕрленĕ чи илемлĕ композици»‚ «Манăн садăн чемпионĕ» (чи пысăк ÿсен-тăрансем)‚ «Чечексем - объективра» (ял çыннисен ĕçĕсен конкурс-куравĕ).
«Çуллахи вернисаж» интернет-челенджăн чи лайăх ĕçĕсем тимлĕхсĕр тăрса юлмĕç. Çĕнтерÿçĕсене Октябрьски районĕн администрацийĕ Хисеп хучĕсемпе чыслĕ.
Мероприяти 15.00 сехетре пуçланать.