Новости
20 Августа 2021, 07:40

Республикăра 7546 çын сăвăсран шар курнă

Çулталăк пуçланнăранпа Пушкăртстанри медицина учрежденийĕсене сăвăс çыртнă 7546 çын (2020 çулта çак кăтарту 9144 çынпа танлашнă) пулăшу пама ыйтса килнĕ тесе пĕлтернĕ Роспотребнадзор. Çав шутра 2443 ача (2020 çулта - 2991) пулнине палăртса хăвармалла.

Республикăра 7546 çын сăвăсран шар курнăРеспубликăра 7546 çын сăвăсран шар курнă
Республикăра 7546 çын сăвăсран шар курнă

Ачасемпе çамрăксен канупа сывлăха çирĕплетмелли организацисем вырнаçнă 921‚8 гектар çĕр лаптăкне сăвăссемпе кĕрешмелли хатĕрсемпе наркăмăшланă.

Республикăри гигиенăпа эпидемиологи центрĕнче тата унăн филиалĕсенче çынсене çыртнă сăвăссем вируслă энцефалитпа е боррелиоз чирĕпе чирлĕ пулнипе пулманнине тĕрĕслеççĕ.

Экспертсем палăртнă тăрăх‚ вăрмана е сăвăс хăрушлăх кăларса тăратакан вырăна каякансем хăйсене тĕрĕс тытма пĕлмелле‚ кирлĕ пек тумтир тăхăнмалла‚ тумтире тата ÿт-пĕве сăвăссемпе кĕрешмелли  ятарлă хатĕрсемпе сапмалла.

Лару-тăру мĕнле пулнине Пушкăртстан Республикинчи Роспотребнадзор управлени тимлесе тăрать.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас