Пур хыпар та
Новости
20 Августӑн 2021, 16:55

Сĕт продукцине Нигерине эскпорта яма палăртаççĕ

Çывăх вăхăтра Пушкăртстанри сĕт продукцине Африкăна ăсатма тытăнĕç. «Мелеузри сĕт консервисен комбиначĕ» хăйĕн продукцине Нигерине экспорта яма палăртать. Комбинат «Цербер» система урлă Нигери çĕршывĕн ветеринарипе санитари йĕркисене предприяти тивĕçтернипе тивĕçтерменнине палăртма электронлă заявка тăратнă.

Сĕт продукцине Нигерине эскпорта яма палăртаççĕ
Сĕт продукцине Нигерине эскпорта яма палăртаççĕ

- Ют çĕршыва çусăрлатнă тата 26 % çуллă типĕ сĕт‚ 42% çуллă типĕ хăйма‚ 72‚2% тата 82‚5% çуллă услам çу ăсатма палăртатпăр. Вырăнти предприятисенче сĕте ĕçмелле тăвĕç‚ çавăн пекех унпа кондитер тата аш-какай предприятийĕсенче усă курĕç‚ – тенĕ комбинатăн пахалăх енĕпе ĕçлекен директорĕ Лариса Анчина.

- Тĕрĕслев кăтартăвĕсем тăрăх‚ предприятин  Африка çĕршывне хатĕр сĕт продукцине ăсатма кирлĕ пек мĕнпур ветеринарипе санитари условийĕсем пур. Ăна «Цербер» федераллă патшалăх информаци системин Экспортенсен реестрне тăратма сĕнÿ панă‚ – пĕлтернĕ регионти Ял хуçалăх надзорĕн пресс-службинче.   

#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#Международнаякооперацияиэкспорт

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас