

Суд çирĕплетнĕ тăрăх, ашшĕпе амăшĕ ачисене воспитани паман, хушма хуçалăх тытман, кил-çурта тирпей-илем кÿртессипе ĕçлемен, йĕркесĕррĕн хăтланнă, спирт тытăмлă шĕвексем чамисĕр ĕçсе иртĕхнĕ.
Путсĕр аттепе аннене воспитанипе, вĕрентÿпе, пурăнмалли условисемпе тивĕçтерменшĕн, çула çитмен ачасен прависемпе интересĕсене хÿтĕлеменшĕн пĕрре мар административлă явап тыттарнă.
Ачасем апрель уйăхĕнчен Еланлин ялĕнчи приютра пурăнаççĕ. Çав вăхăт хушшинче ашшĕпе амăшĕ ачисем епле пурăннипе, вĕсене сывлăхĕпе пĕрре те интересленмен, укçа-тенкĕпе пулăшман.
Суд процесĕ пынă чух çемьери икĕ аслă ачан шухăш-кăмăлне те шута илнĕ. Вĕсем опекăпа попечительствăн ашшĕпе амăшне правасăр хăвармалли шыравне ырланă.
Суд опека ыйтни саккунлă пулнине, ăна тивĕçтермелле тесе пĕтĕмлетÿ тунă.
Саккун тăрăх, ашшĕ-амăш хăйсен пурнăç йĕркине лайăх енне улăштарсан, ачисене тимлĕх уйăрма тытăнсан ашшĕ-амăш правине каялла тавăрма пултараççĕ тесе суд материалĕнче çырнă.