Новости
23 Августӑн 2021, 12:55

Кĕрхи культурăсене 41 районта акаççĕ

Кăçал республикăра кĕрхи культурăсем 600 пин гектар çинче йышăнасси çинче правительствăн черетлĕ канашлăвĕнче вице-премьер – ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов пĕлтернĕ. Анчах та çанталăк улшăнусем кĕртни куç умĕнче. Чылай хуçалăхсенчи çĕр ĕçченĕсем çĕрте нÿрĕк çуккипе акана тухма васкамаççĕ. Апла пулин те кая юлнă тесе ытлашши кулянма кирлĕ мар, çанталăк йĕркене кĕрсен палăртнине пурнăçа кĕртме вăхăт пур.

Кĕрхи культурăсене 41 районта акаççĕКĕрхи культурăсене 41 районта акаççĕ
Кĕрхи культурăсене 41 районта акаççĕ

- Муниципаллă районсенчи ял хуçалăх предприятийĕсен ĕç планĕпе килĕшÿллĕн кĕрхи культурăсене акас кампанине 2 пине яхăн ака агрегачĕ хутшăнмалла, вĕсенчен  816-шĕ ака комплексĕ. Ĕçе тухăçлă та тĕрĕс йĕркелесен ăна 9-10 кунра вĕçлеме пулать. Паллах, кунта çанталăк условийĕсене те шута илмелле,- тенĕ Ильшат Фазрахманов.

Хальхи вăхăтра ака 41 районта пырать, пурĕ 61 пин гектар (пĕтĕмĕшле планăн 10 проценчĕ) çинче вăрлăха çĕр аллине панă. Кĕрхи культурăсене акассине сентябрь уйăхĕн 20-мĕшĕччен вĕçлемелле, агротехнологи нормисем çапла тума ыйтнине асăрхаттарнă ял хуçалăх министрĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас