Новости
24 Августа 2021, 06:40

Мобильлĕ культура центрĕ

Çтерлĕ районне хальхи вăхăта тивĕçтерекен куçса çÿрекен автоклуб илсе килнĕ. Ăна районти Культура çуртне «Культура» наци проекчĕн витĕмĕпе уйăрнă. Халĕ ял пурнăçĕ тулли те тĕрлĕ енлĕ пулĕ.

Мобильлĕ культура центрĕМобильлĕ культура центрĕ
Мобильлĕ культура центрĕ

Нумай функциллĕ комплекса концерт сценине, кинотеатра тата библиотекăна çавăрма пулать. Ун ăшĕнче саспа свет обороудованийĕ, проводасăр вăйлă микрофонсем, микшер (сасса лайăхлатмалли хатĕр) тата электричествăпа тивĕçтерекен çăлкуç та пур.

Кăçал Пушкăртстан 24,1 млн тенкĕлĕх пилĕк мобильлĕ культура центрĕ туяннă. Вĕсене Аскин, Кармаскалă, Çтерлĕ районĕсене уйăрса панă. Çывăх вăхăтра автоклубсем Дуванпа Салават районĕсене çитмелле.

#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#Культура

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас