Пур хыпар та
Новости
24 Августӑн 2021, 16:55

Ĕпхÿре вĕрентекенсен 90% вакцинаци иртнĕ

Ĕпхÿ хулинче педагогсен 90 ытла проценчĕ  кăшăлвирусран вакцинаци тунă. Çав шутра ача садĕнчи воспитательсем, хушма пĕлÿ паракан учрежденисенчи тата шкулсенчи вĕрентекенсем. Çакăн çинчен тĕп хула администрацин оперативлă канашлăвĕнче вĕрентÿ управленийĕн ертÿçи Елена Хаффазова пĕлтернĕ.

Ĕпхÿре вĕрентекенсен 90%  вакцинаци иртнĕ
Ĕпхÿре вĕрентекенсен 90% вакцинаци иртнĕ

- Эпир çак ыйтупа малалла та ĕçлетпĕр. Педагогсем отпуск пĕтсен ĕçе тухаççĕ, ăнланупа вакцинаци процедурине иртеççĕ,- палăртнă Хаффазова.

Маларах «Башинформ» агентство Пушкăртстан Пуçлăхĕн Радий Хабировăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн республикăри педагосен 80 процентĕнчен кая мар прививка тумалли çинчен пĕлтернĕччĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас