Акă, иртнĕ тунти кун, август уйăхĕн 23-мĕшĕнче, Федоровка районĕнчи Чакак тăвĕ çинчи лапам (вăл Каралачикпа Атяшево ялĕсем хушшинче вырнаçнă) çунма пуçланă. Пушара сÿнтерме Кинчеккей ялĕн старостипе Валерий Семеновпа мăшăрĕ тата 13 чăваш хастарĕ хутшăннă. Чи тĕлĕнтермелли вара çакă - «хĕрлĕ автана» лăплантарас тесе ытларах хĕрарăмсем тăрăшнă. Курни-илтнине хак парса Аркадий Русаков çыравçă историк хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ: «Çакăн пек паттăрла ĕçе чăваш хĕрарăмĕ çеç тума пултарать. Ирĕксĕрех авалхи çар, чăваш амазонкисене, аса илетĕн».
Сăмах май, çак пушар тухиччен пĕр-икĕ кун маларах Дедовăпа Ижбуляк ялĕсем хушшинчи вырăнта вăрманлă-хирлĕ лапам çуннă. Унта та Уралпа Ашкатар ялĕсенче пурăнакан йăхташсем пулăшма васканă.
Юрий СНЕГОПАД. Федоровка районĕ.