1991 çулхи август уйăхĕн 22-мĕшĕнче пуçласа Мускаври Шурă çурт çийĕн виçĕ тĕслĕ Раççей ялавне çĕкленĕ. Вăл çурлапа мăлатук ÿкернĕ патшалăх паллин хĕрлĕ пусмине улăштарнă. Ку - Раççей историйĕнче паллă пулăм шутланать. Çак куна халалласа çĕршывăмăрăн пур кĕтесĕнче те тенĕ пек тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Çав шута республикăри Халăхсен туслăх çурчĕ Ĕпхÿ хулинче ирттернĕ ăс-тăн викторини те кĕрет. Çак кун чăваш, тутар, пушкăрт, мари тата туркмен халăх çыннисем пурте пĕр çĕре пухăнчĕç. Командăпа ĕçлени вĕсене пурне те пĕр тĕвве пуçтарчĕ, туслаштарчĕ.
Ăмăртăва «Пушкăртстанри чăвашсен «Канаш» регионти обществăлла пĕрлĕхĕн хастарĕсенчен тăракан «Пĕрле» (Л.И. Мурманская, Б.Е. Гордеев), ПР Чăваш çамрăкĕсен «Туслăх» пĕрлĕхĕн (председателĕ С.Э. Иванов) тата туркмен халăхĕн «Дуслык» командисем хутшăнчĕç.
Участниксене тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслевсем кĕтрĕç: çĕршывсен тĕп хулисене пĕлмелли ребуссем, ăс-тăна аталантаракан ыйтусем. Графика пайĕнче Раççей регионĕсен ялавĕсене пĕлмелле пулчĕ. Командăсене çăмăл килмерĕ, хăш чух чăннипех те кăткăс ыйтусем пачĕç, апла пулин те пĕрлĕхлĕ ĕç пурне те хавхалантарса ячĕ. Юрă-кĕвĕ конкурсĕ нумайăшĕн юрлас ăсталăхне уçса пачĕ, командăсене тата та ытларах пĕрлештерчĕ. Хаваслă лару-тăрура нумайччен ăмăрту мĕнле шутпа аталанса пынине те асăрхами пулчĕç.
Хĕрÿ тупăшура малти вырăна ПР чăваш çамрăкĕсен «Туслăх» команди тухрĕ. Иккĕмĕшне «Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн хастарĕсенчен тăракан «Пĕрле», виççĕмĕшне «Дуслык» командăсем йышăнчĕç. Ăмăртăва хутшăнакансене кашнинех асăнмалăх парнесем пачĕç, пурте пĕрле чей ĕçессине йĕркелерĕç. Асăннă мероприяти халăхсем хушшинчи туслăха çипрĕплетрĕ, наци еткерлĕхне упраса хăварас енĕпе тăвакан ĕç пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине кăтартса пачĕ.
Татьяна РОДИОНОВА,
ПР Чăваш çамрăкĕсен пĕрлĕхĕн председателĕн çумĕ.