Çут çанталăк условийĕсене тата çумăр мĕн чухлĕ çунине пăхсан, кăçал лару-тăру 1975, 1998 тата 2010 çулхисенчен те начартарах. Малтанхи шутлавсем тăрăх, республикăра шăрăх çанталăка пула 624 хуçалăхри 606 пин гектар ял хуçалăх культури шар курнă, вĕсенчен 332 гектар пĕтĕмпех пĕтнĕ. Типĕ те шăрăх çанталăка пула республикăри 41районпа Кумертау хулинче инкеклĕ лару-тару пирки пĕлтернĕ. Çав шута тата 13 района кĕртме палăртаççĕ.
Çанталăк шăрăх та типĕ тăнине пула ял хуçалăх культурисем ир çитĕннĕ. Çавна пула вырма ĕçĕсем иртнĕ çулхисенчен 16-18 кун маларах пуçланнă.
Паян кун тĕлне республикăра тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене 1 млн та 266 пин гектар лаптăк çинче (82%) вырса илнĕ, 1 млн та 727 пин тонна тĕш тырă тĕшĕленĕ. Çав шутра 548 пин тонна кĕрхи тырă та пур. Вăл пĕр гектартан 16,2 центнер тухнă. Çурхи тырăсене 1 млн та 179 пин тонна çапса илнĕ. Унăн тухăçĕ - 12,7 ц/г.
- Сакăр муниципаллă районта тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕн 90% вырса пуçтарнă, Илиш районĕнче вара пĕтĕмпех вĕçленĕ, - тенĕ Ильшат Фазрахманов. – Тыр-пул пухса илессипе Элшей, Давлекан, Туймазă, Бурай, Çтерлĕпуç, Кармаскалă районĕсем малта пыраççĕ. Тĕш тырăсен чи пысăк тухăçĕсене Кармаскалă (25 ц/га), Авăркас (24,6 ц/га), Чекмагуш (22 ц/га), Çтерлĕ районĕсенче пухса илнĕ.
Республикăри аграри ведомствин пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх, хуçалăхсене тĕш тырăсене вăхăтлă пухса илес тата вырма ĕçĕсене пурнăçлас ĕçре техникăпа тивĕçтерни пулăшать. Вырма ĕçĕсем тĕлне республикăра 3900 тыр-пул пухмалли комбайн хатĕрленĕ. Виçĕ çул хушшинче вĕсен шучĕ 230 единица ÿснĕ. Çавна пула пĕр комбайна 430 гектар сахалрах лекет.
Регион пуçлăхĕ Радий Хабиров ял хуçалăх ĕçченĕсене çăмăл мар лару-тăрура ĕçленĕшĕн тав тунă. ПР Премьер-министра аграрисен субсидийĕсен тăкакĕсене саплаштарма хушнă.
Надежда РОДИОНОВА.