- Тÿлеве 2021 çулхи сентябрь уйăхĕнче заявлени çырмасăр‚ Пенси фондĕнчи даннăйсене шута илсе тÿлĕç‚ - пĕлтернĕ ведомствăра.
РПФ çакна та асăрхаттарнă: пенсионерăн ытти тÿлевпе е социаллă пулăшупа усă курма право пуррине палăртнă чух асăннă тÿлеве шута илмĕç.
Пĕр хутчен паракан тÿлеве пенси йĕркипе тÿлĕç. Енчен те укçа-тенкĕ банк карти çине килет пулсан‚ унсăр пуçне тата 10 пин тенкĕ куçарĕç.
Тÿлеве ĕçлеменнисем те‚ ĕçлекеннисем те илме тивĕçеççĕ.
Унччен маларах Раççей Президенчĕ Владимир Путин пенсионерсене пĕр хутчен паркан 10 пин тенкĕ тÿлеве пама сĕннĕ. Иртнĕ ытларни кун çĕршыв пуçлăхĕ кирлĕ указа алă пуснă.
#Башкортостан#Уралсасси#ДеятельностьПрезидентаРФ