Маларах пациета кăкар пайĕнчи аортăра эндропротез (стент-граф) лартнă пулнă. Анчах та унăн эндропротез трубкипе анлă юн тымарĕ (аорта) хушшинче юн кайма тытăннă. Çак патологине шурă халатлă ăстасем медицина çилĕмĕпе пĕтернĕ. Ăна (çилĕме) çын организмĕнчи кирлĕ вырăна çитерме питĕ те кăткăс – шĕвекпе хутăшсан вăл кирек мĕнле вырăнта та хытса ларма пултарать. Çакă этем пурнăçĕшĕн хăрушă пулăм.
- Препарата ют çĕршывра туса кăларнă, Раççейре унăн аналогĕсем çук. Операцине пай ертÿçи Тимур Хафизов ертсе пынипе кардиоцентрти специалистсен ушкăнĕ тунă. Ĕпхÿ тухтăрĕсене онлайн майпа Федераллă нейрохирурги центрĕн (Тюмень хули) пай пуçлăхĕ Сергей Карасев консультаци парса пулăшрĕ. Операци пĕр сехете тăсăлчĕ. Халĕ пирĕн ку енĕпе опыт пур, çавăнпа та малашне çакăн евĕр операцисене пурнăçлама пултаратпăр, - каласа панă кардиоценрта.
Юрий МИХАЙЛОВ.