Новости
27 Августа 2021, 08:05

Республикăри ултă хула Раççей шайĕнчи конкурсра çĕнтернĕ

Пушкăртстанри ултă хула Пĕтĕм Раççейри хăтлă хутлăх (комфортная среда) тăвассипе йĕркеленĕ конкурсра çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă. Çĕнтерÿçĕсене Чулхулара (Нижний Новгород) Пĕтĕм Раççейри пĕчĕк хуласен тата истори хутлăхĕсен форумĕнче палăртнă.

Республикăри ултă хула Раççей шайĕнчи конкурсра çĕнтернĕРеспубликăри ултă хула Раççей шайĕнчи конкурсра çĕнтернĕ
Республикăри ултă хула Раççей шайĕнчи конкурсра çĕнтернĕ

Хальхинче республикăран сакăр проек тăратнă пулнă, улттăшĕ иртнĕ.

Çĕнтерÿçĕсен шутĕнче çак проектсем:

- Пелепей хули «Тĕрме керменĕн кварталĕ» проектпа,

- Туймаза хули «Хулан тĕп пайĕ: Ленин проспекчĕ» проектпа,

- Кумертау хули «Вăхăт виçи: обществăлла уçлăхăн тытăмĕ» проектпа,

- Бирск хули «Ăстаçăсен урамĕ –хулан тĕп урамне тирпей-илем, хăтлăх кĕртесси» проектпа,

- Межгорье хупă хула пĕрлешĕвĕ «Горизонтсене уçса» проектпа,

- Çтерлĕ хули « Тăварлă пристань. Ашкадар юханшывĕн çыранĕсене тирпей-илем кĕртесси» проектпа.

Пурĕ конкурсра çĕршывăн тĕрлĕ регионĕсенчен 300 заявка панă.

Пирĕн регионти заявкăсене хатĕрлеме Пушкăртстанри хуласемпе ялсене аталантармалли институт пулăшнă, вăл куратор пулнă. Çапла майпа 2021 çул тĕлне 22 проект (мĕнпур хуласем) конкурс витĕр тухса çĕнтернĕ. Бирск хулипе Пелепей иккĕмĕш хут çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Çакă вăл çĕршыври чи лайăх кăтарту тесе палăртнă Пушкăртстанри хуласене аталантармалли институтра.

Юрий СНЕГОПАД.

#Башкортостан#Уралсасси#Нацпроекты#Жильегородскаясреда

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас